Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Туй ачи (Николай Карай)

Урамра курсан пурте мана:
"Сан тӗс пур ун чӑнах", — тенӗрен,
"Эс ман, — терӗм ӑшшӑн сана.
"Тепле ҫав", — терӗн эсӗ хуллен.

Сад пахчи чечекпе хуплансан
Туя чӗнчӗ мана ял каччи.
Эп сана чуп тусаччӗ чунтан, —
Халь качча каян — эп туй ачи.
Шур эрех тултарса стакана:
"Шалт ӗҫ", — терӗн ҫынсем сисиччен.
"Хыт ташларӑн эс", — теҫҫӗ мана,
Сирӗн шавлӑ туя ас илсен.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-27 22:21:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2975 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем